Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Атте ҫуралнӑ кунӗ - Елена Османова

Ман аттен паян ҫуралнӑ кунӗ
Турӑ патӑр татах кун-ҫулне
Сахал мар хура-шурне вӑл курнӑ
Пурнӑҫ ир шуратнӑ ун пуҫне
Сахал мар хура-шурне вӑл курнӑ
Пурнӑҫ ир шуратнӑ ун пуҫне

Ах аттеҫӗм татах пурӑн
Эс пире савӑнтарса
Эс ӳстернӗ шурӑ хурӑн
Нумай лартӑр кашласа
Сан садра ав ҫитӗнеҫҫӗ
Тӗрлӗ-тӗрлӗ йывӑҫсем
Пирӗнпе чупса ҫӳреҫҫӗ
Чун юратнӑ мӑнуксем

Сан ҫине анне пӑхать ытарлӑн
Ас илет, тен, иртнӗ кунсене

Санпала ҫеҫ хӗр тиветчӗ ывӑл
Ҫуратса пӗрле ӳстернине
Санпала ҫеҫ хӗр тиветчӗ ывӑл
Ҫуратса пӗрле ӳстернине

Ах аттеҫӗм татах пурӑн
Эс пире савӑнтарса
Эс ӳстернӗ шурӑ хурӑн
Нумай лартӑр кашласа
Сан садра ав ҫитӗнеҫҫӗ
Тӗрлӗ-тӗрлӗ йывӑҫсем
Пирӗнпе чупса ҫӳреҫҫӗ
Чун юратнӑ мӑнуксем


Ах, аттеҫӗм, эпир сана юрататпӑр.
Ах, аттеҫӗм, санпа мухтанатпӑр.
Ах, аттеҫӗм, эс пурришӗн турра тав тӑватпӑр.
Нумай-нумай ҫул пурӑнма ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр.

Ваттисем каланӑ халала эс
Пурнӑҫланӑ, атте, чӑннипех
Эс кайсан те тем чул йывӑҫ кашӗ
Яту юлӗ сан мӑнуксенче
Эс кайсан те тем чул йывӑҫ кашӗ
Яту юлӗ сан мӑнуксенче

Ах аттеҫӗм татах пурӑн
Эс пире савӑнтарса
Эс ӳстернӗ шурӑ хурӑн
Нумай лартӑр кашласа
Сан садра ав ҫитӗнеҫҫӗ
Тӗрлӗ-тӗрлӗ йывӑҫсем
Пирӗнпе чупса ҫӳреҫҫӗ
Чун юратнӑ мӑнуксем

Ах аттеҫӗм татах пурӑн
Эс пире савӑнтарса
Эс ӳстернӗ шурӑ хурӑн
Нумай лартӑр кашласа
Сан садра ав ҫитӗнеҫҫӗ
Тӗрлӗ-тӗрлӗ йывӑҫсем
Пирӗнпе чупса ҫӳреҫҫӗ
Чун юратнӑ мӑнуксем

Чӑваш эстради < Чӑвашла юрӑсен лирики < Елена Османова


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-21 22:07:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5982 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем